День чувашского языка

???????????????????????????????Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче чӑваш халӑхӗ чӑваш чӗлхи кунне уявларӗ. «ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧᾸВАШ ЧӖЛХИ!» — ҫакӑн пек ят панӑ Стерлитамак районӗнчи  Ишпарсово библиотекинче ирттернӗ тӑван чӗлхене халалланӑ уява.

Ҫамрӑк ӑрӑва тӑван чӗлхе пуянлӑхӗпе, унӑн йӑли-йӗркипе паллаштарас, тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме вӗрентес тӗллевпе вулавӑшра тӗрлӗрен кӑсӑклӑ мероприяти хатӗрленӗ. Вăтам класра вӗренекенсем «ЯЛАНАХ ЯНРА, ЧᾸВАШ ЧӖЛХИ» литература композицийӗпе паллаштарнӑ.  Чăваш чӗлхи учителӗ Филиппова Е. Г чӑваш чӗлхи епле пуян, илемлӗ, асамлӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑйсен янӑравлӑ сăвисемпе уява пуянлатнӑ.  Вулавӑш ертӳҫи  ведущий библиотекарь Маркелова Е.М. вулакансене «Асамлӑ эс, тӑван чӗлхе» кӗнеке тишкерӗвӗпе паллаштарчӗ. Ялти культура ӗҫченӗсем чӑвашсен йӑхран-йӑха куҫса пыракан йӑли-йӗркисем,чӑваш чӗлхин пуянлӑхӗ ҫинчен пӗчӗк ӑмӑрту ирттерчӗ